Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хресчен хӗрӗсем те гимназире вӗреннӗ

Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шупашкарти хӗрачасен гимназине уҫнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак вӗренӳ заведенийӗ ҫинчен Чаваш Республикин тӗп архивӗнче упранакан документсем урлӑ пӗлме пулать.
Раҫҫейре гимназисене /пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан вӗрену заведенийӗсене/ XVIII ӗмӗрте уҫма пуҫланӑ. Вӗсем арҫын ачасем тата хӗрачасем валли уйрӑм пулнӑ. Гимназие пӗтерекенсем вӑтам пӗлӳ кӑна мар, пуҫламӑш шкул учителӗ ята илме пултарнӑ. Вӗсене аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене экзаменсӑрах илнӗ.
1904 ҫулта Шупашкарта, укҫа-тенкӗ ҫитменнипе, тулли мар гимнази - 4 ҫул вӗренмелли прогимнази уҫма йышӑннӑ. Хула влаҫӗсем /хула управин председателӗнче Иван Сергеевич Лаптев ӗҫленӗ/ прогимнази валли Екатерина Александровна Забродина купса майрин икӗ хутлӑ пысӑк чул ҫуртне туяннӑ. Ҫурта илме хулари ятлӑ-сумлӑ ҫынсем кивҫен укҫа панӑ. Тӗслӗхрен, Ехрем хуҫа ывӑлӗ Прокопий Ефремов - 10 пин тенкӗ.
Прогимназие укҫа-тенкӗ тата хуҫалӑх енчен йӗркелесе пыма попечительсен канашне суйланӑ. Унта хула пуҫлӑхӗ И.С.Лаптев, земство тухтӑрӗ Н.С. Петров, хулари купсасем, чиновниксем, вӗсен арӑмӗсем пулнӑ. Вӗсем вӗренекенсемпе вӗрентекенсене пулӑшма тӑрӑшнӑ, педканаш ӗҫне те хутшӑннӑ.
1904 ҫулта пӗрремӗш класа вӗренме 10-14 ҫулти 51 хӗрача пынӑ. Вӗренме кӗрес текен татах нумай пулнӑ, анчах пурне те илеймен, мӗншӗн тесен хӑшӗсем экзаменсене тытайман, теприсем ҫулпа аслӑ пулнӑ.
Малашне кашни ҫулах классем хушӑнса пынӑ. 1910 ҫулта прогимназирен тулли 7 класс вӗренмелли гимнази туса хунӑ. 1911 ҫулта 8-мӗш педагогика класне уҫнӑ. 1914 ҫулта гимназире пурӗ 305 хӗрача вӗреннӗ, вӗрентекенсен йышӗ 16 ҫитнӗ.
Гимназире кун ҫапла иртнӗ. Малтанах — ирхи кӗлӗ. Кайран вара уроксем: Турӑ саккунӗ, вырӑс чӗлхи, арифметика, географи, француз чӗлхи, ал ӗҫ урокӗ. Аслӑрах классенче — сӑмах /словесность/, истори, естествӑлла истори, физика хутшӑннӑ. 1908 ҫултанпа — нимӗҫ, 1914 ҫултан латин чӗлхи вӗрентме пуҫланӑ. 8-мӗш педагогика класӗнче дидактика, педагогика тата предметсене вӗрентмелли методикӑна та кӗртнӗ.
Гимназин пӗрремӗш пуҫлӑхӗнче Вера Петровна Корепова ӗҫленӗ. Вӑл Хусанта институт пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн пуҫлӑхра Софья Леонидовна Эннатская /Смольнӑй институтне пӗтернӗскер/ чылай вӑхӑт тӑрӑшнӑ.
Вӗрентекенсенчен те чылайӑшӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем пулнӑ. Ҫак ятсене асӑнса хӑварас килет: математика вӗрентекенӗ Н.К.Залеский, истори — Е.М.Юровская, сӑмахлӑх — Е.М.Лебедева, вырӑс чӗлхи — М.П.Державина, француз чӗлхи — М.П.Тапанова, нимӗҫ чӗлхи — З.А.Краева тата М.К.Зубкова, ал ӗҫӗ — М.П.Вадимова, латин чӗлхи — В.О.Асакасинский. Турӑ саккунне нумай ҫул Вознесени чиркӗвӗн священникӗ Евгений Михайлович Агеносов вӗрентнӗ. Нимӗҫ чӗлхи урокӗнче Зоя Андреева Краева тӑрӑшнипе 3-мӗш класра учебник вырӑнне пӗр тӑван Гриммсен юмах кӗнекипе усӑ курнӑ. Ачасем нимӗҫ чӗлхине питӗ аван пӗлнӗ.
Вӗренекенсенчен ытларахӑшӗ пуянрах ҫемьесенчен тухнӑскерсем пулнӑ. Укҫа тӳлесе вӗренмелле пулнӑ-ҫке, ҫулталӑкне 10-15 тенкӗ. Мещен, купса, чиновник, пуп хӗрӗсем вӗреннӗ кунта. Хресчен ачисем те /чӑваш ялӗсенчен/ сахалах мар пулнӑ. Вӗсенчен чылайӑшне пулӑшу парса тӑнӑ. Попечительсем, сӑмахран, Екатерина Васильевна Ефремова, Прокопий Ефремович арӑмӗ, хӑй шучӗпе кашни ҫул 10 хӗрачаран кая мар вӗрентнӗ. Хӑшӗсене земство управи пособипе е стипендипе пулӑшнӑ. Акӑ, тӗслӗхрен, 1913 ҫулта земствӑран ҫаксем стипенди илнӗ: Куснар ялӗнчи хресчен хӗрӗ Ольга Шестипалова 50 тенкӗ /каярахпа вӑл - пурте пӗлекен Чӑваш халӑх артистки Ольга Ивановна Ырсем/, Кунер ялӗнчи хресчен хӗрӗ Серафима Зайкова - 40 тенкӗ Кӗҫӗн Карач ялӗнчи хресчен хӗрӗ Параскова Максимова - 40 тенкӗ тата ыттисем те. Списокра пурӗ 16 хушамат. Паллах, пурне те ун пек пулӑшайман. Укҫа-тенкӗ ҫитменнипе вӗренме пӑрахнӑ тӗслӗх те пур.
Хресчен хӗрӗсем питӗ тӑрӑшса вӗреннӗ. 1913 ҫулта Татьяна Буторова /Ҫӗрпӳ уесӗнчен/ гимназие ылтӑн медальпе пӗтернӗ. Кӗмӗл медальпе, "4" тата "5" паллӑсемпе пӗтернисем те сахал мар.
Документсенчен тата ҫакӑ курӑнать: педагогсемпе гимназисткӑсем питӗ туслӑ пурӑннӑ, литературӑпа музыка каҫӗсем ирттернӗ, унта сӑвӑсем вуланӑ, юрланӑ, вӑрҫӑра ҫапӑҫакан салтаксем валли апат-ҫимӗҫ, кӗпе-йӗм, укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, пур ӗҫе те пӗрле тунӑ.
1918 ҫулта гимназие хупнӑ. Совет тапхӑрӗнче гимнази ҫуртӗнче тӗрлӗ вӑхӑтра педагогика курсӗ, педтехникум, совпартшкул, 6-мӗш тата 15-мӗш шкулсем вырнаҫнӑ /Чернышевский урамӗ/. Халӗ ҫав ҫурт ҫук, шыв илекен зонӑна лекнӗрен ӑна ватнӑ.

Валентина ПИТЕРНОВА, Чӑваш Республикин патшалӑх тӗп архивӗн тӗп специалисчӗ.
/"Хыпар", авӑн 1 2005/


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

cbkmdf тӳрлетнӗ, информацие 2014-07-07 15:42:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 10004 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем